Кăрлач, 16 — Амур облаçĕн Белогорск районĕнчи Возжаевка посёлокĕ патĕнче Су-24 бомбардировщик персе аннă. Пилочĕсем самолётран тухма ĕлкĕрнĕ.
Кăрлач, 16 — Владивосток хулинче вăйлă пушар пулса иртнĕ. Çынсем, пушартан сыхланас тесе, нумайăн çӳлти хутлăхсенчен сиксе аманнă. Пурĕ 9 çын вилнĕ. Ку пăтăрмах Владивосток хулине вăйлă пăлхатнă.
Кăрлач, 17 — Тутар проливĕнче «Зейна-Мару» ятлă шхуна путнă. 12 çынран пĕрине çеç çăлма ĕлкернĕ.
Нарăс, 15 — Мускавран 33 çухрăмра юсав ĕçĕсене иртернĕ вăхăтра нефтепровод трубине пăснă. Çĕр çине 20 тонна нефть юхса тухнă.
Нарăс, 16 — Грецири Стримонас хули патĕнче пассажир пуйăсĕ грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ, 30 аманнă. Сапăннă хыççăн пуйăсăн пур вагонĕ те рельсăсем çинчен тухса кайнă.
Нарăс, 16 — Раççейре терроризмпа кĕрешекен коммитета туса хурасси çинчен алă пунă.
Нарăс, 17 — Арави тинĕсĕн Аден заливĕнчи Джибути Республикăн çыранĕсем патĕнче АПШ çарĕн икĕ вертолёт персе аннă. Икĕ аманнă çынна çăлнă.
Нарăс, 17 — Филиппинти Лейте утравĕ çинче вырнаçнă Гуинсаугон фермер общини оползень айне пулнă. Общинă çиĕнчи çĕр хулăнăшĕ 30 метра çитет. Пурĕ 117 çын çылăннă, çĕр айне пулнă çынсен шучĕ 1 400 çынран пуçласа 3 пинчен çитме пултарать тесе шутлаççĕ.
Нарăс, 23 — Мускавра Басман пасарĕн тăрри ишĕлсе аннă. 66 ытла çын вилнĕ. Тăрри ирхине ишĕлсе аннă пулсан та пасарта вăл вăхатра çынсем нумай пулнă.
Пуш
Пуш, 7 — ИндириВаранасихулинче икĕ сирпĕнӳ пулнă. Пĕри храмра пулса иртнĕ, тепри — чукун çул станициĕнче. 6 çын вилнĕ, 60 çын ытла аманнă.
Пуш, 7 — Аддис-Абебăра сирпĕнӳ пулнă. Пĕри хăна çурчĕнче пулнă, тепри пасарта. Тăватă çын вăйлă аманнă.
Пуш, 18 — Тюменьре вырнаçнă спортзалта сирпĕнӳ пулнă. Стенасемпе тăрри персе аннă. Спортзалта вăл вăхăтра пулнă 10 çынран 2 вилнĕ.
Пуш, 19 — Мускаври метрора пăтăрмах пулса иртнĕ. Строительсем свай çапса ăна метро туннелĕ ăшне çапса кĕртнĕ,вăл вăхăтра тоннель тăрах иртекен пуйăса çĕмĕрнĕ. Пăтармахра никам та аманман.
Пуш, 19 — Белоруссире президент суйлавĕ иртнĕ. Суйлав тăрăх Александр Лукашенко çентернĕ.
Пуш, 24 — ФранцириМюлуз хулинчи вĕренӳ заведениĕнчи лаборатори сирпеннĕ. Лаборатори çурчĕ ишелсех аннă.